Пулӑшу кирлӗ чух йывӑрлӑхри ҫынна ал паракансен йышӗнче аслӑ ӳсӗмрисем те пур

Чӑваш Енри "кӗмӗл волонтерсене" уявпа Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗ Алена Елизарова саламларӗ.

Вӗсем пурте 55 ҫултан иртнӗ. Нумайӑшӗ тивӗҫлӗ канура. Апла пулин те, кулленхи ӗҫсенчен пушаннӑ вӑхӑтра ытти ҫынсене ырӑ тума васкаҫҫӗ. Чӑваш Енре халӗ 530 яхӑн «кӗмӗл волонтёр». Пурте вӗсем халӑх пурнӑҫӗнче хастар. Маттурсем тӗрлӗ проект хатӗрлесе ятарлӑ грантсене те тивӗҫеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен пурнӑҫ опычӗпе усӑ курса культура ӗҫӗнче хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ, экологи ыйтӑвне тимлӗх уйӑрса кану вырӑнӗсенче тасалӑх кунӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнса ача ҫурчӗсемпе сиплев центрӗсене ӑшӑ тум-тир ҫыхса парнелеҫҫӗ. "Кӗмӗл волонтерсем" ачаллӑ ҫемьесене пулӑшассинче те маттур. 


Алексей Енейкин, Виктор Степанов