Ӑмӑрту 3 кун пычӗ. Малтанах 15 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитичченхи вӗренекенсемпе студентсем старта тухрӗҫ. Вӗсем ку спорт тӗсӗпе ОБЖ урокӗсенче паллашаҫҫӗ. Хӗрсем пусмапа 2-мӗш, каччӑсем- 3-мӗш хута хӑвӑртрах хӑпармалла ӑмӑртрӗҫ. Тепӗр ӑмӑрту тӗсӗ - пушар шлангӗпе чӑрмавсене парӑнтарса 100 метр чупса тухасси. Кунта та хӗрсем каччӑсенчен юлмарӗҫ. Тупӑшӑвӗн тӗп пайне вара пушар чаҫӗсенче ӗҫлекенсем те хутшӑнчӗҫ. Профессионалсен ӑмӑрту йӗрки тата йывӑртарах.
Пурӗ 36 ушкӑн вӑйне тӗрӗслерӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене харпӑр хӑй тата команда шучӗпе палӑртрӗҫ. Ҫамрӑксем хушшинче 1-мӗш вырӑна Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. 2-мӗшӗнче - улатӑрсем, 3-мӗшӗнче - вӑрнарсем. Аслисен ушкӑнӗнче Шупашкарти пушарпа ҫӑлав чаҫӗн ушкӑнӗ мала тухрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Чӑваш Ен чысне Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑмӑртура хӳтӗлӗҫ. Вӑл Пензӑра утӑ уйӑхӗнче иртӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров