Конкурс Республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе 5-мӗш хут иртет. Ҫак вӑхӑтра унта пурӗ 7 пине яхӑн ҫамрӑк хутшӑннӑ. Кӑҫал Чӑваш Енсӗр пуҫне, Мари, Мордва Республикисенчен, Чулхула облаҫӗнчен, Саратов, Сочи хулисенчен 850 заявка ярса панӑ. Вӗсенчен суйлав тапхӑрне парӑнтарнӑ 88-шӗ ҫурма финала тухнӑ. Хастарсем Раҫҫейри ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен агенство енӗпе 6 проект хатӗрленӗ. Тӗп хулари 65-мӗш шкулти историпе обществознани вӗрентекенӗ Леонид Харитонов конкурса пӗрремӗш хут мар хутшӑнать. Ушкӑнпа вӗсем туризм темине суйласа илнӗ, "Чӑваш Енӗн ылтӑн ҫавралӑхӗ" проект ҫырнӑ.
Волонтерсен центрне тӑвасси, сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен информаци роликӗсем ӳкересси - ҫамрӑксем тӗрлӗ ыйтупа ӗҫлеме хатӗр. Вӗсен малашлӑхӗ пур, терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Пулас ертӳҫӗсем шухӑшлама, ушкӑнпа ӗҫлеме, тивӗҫлӗ йышӑнусем тума пултарнине кӑтартса пачӗҫ. Финал тапхӑрне 25 ҫынна суйласа илӗҫ. Вӗсем Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен кадр резервне кӗрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен Раҫҫей Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академине вӗренме кӗнӗ чух ҫӑмӑллӑх пулать.
Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров