Пукане театрӗнче Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртнӗ

Драматург, композитор, режиссер ӗҫӗн кӑткӑс саманчӗсем тата Пукане театрӗн историйӗ. Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хӑйнеевӗрлӗ экскурсие йыхравлаҫҫӗ. Ӑна спектакль евӗр йӗркеленӗ. Пукане театрӗшӗн ку - ҫӗнӗлӗх. 

Кунта экскурсовод ҫук. Пӳлӗмсем тӑрӑх ертсе ҫӳрекен ҫеҫ. Пукане театрӗн историйӗпе хӑнасем наушникпе итлесе паллашаҫҫӗ. Хӑлхара Совет саманинчи паллӑ артистсен, режиссерсен сассисем янӑраҫҫӗ. Вӗсем театр пӗлтерӗшӗ пирки каласа параҫҫӗ. 

Чӑваш Енри Пукане театрӗн кун-ҫулӗ тӳрремӗнех кунта ӗҫлесе пурӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. Чылайӑшӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ та ӗнтӗ. Вӗсене сума суса хӑйнеевӗрлӗ экспозици хатӗрленӗ. 

Денис Андронов режиссер каласа панӑ тӑрӑх, кирлӗ материала ҫур ҫул пухнӑ. Чылай вӑхӑт архивсенче ларнӑ. Тӗслӗхрен, Пукане театрӗн пӗрремӗш ертӳҫин Сергей Мерзляковӑн пӗртен-пӗр сӑн ӳкерчӗк упранса юлнӑ. Культура учрежденийӗн историйӗпе паллаштарнӑ май, спектакль мӗнле "ҫуралнине" те кӑтартса панӑ. 

"Память нашу не стереть годами" постановкӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ. Хӑйнеевӗрлӗ экскурси ачасене те, ҫитӗннисене те килӗшессе шанаҫҫӗ пуканеҫӗсем.

Вероника Павлова, Святослав Петров