Православи тĕнне ĕненекенсем Хусанта курӑннӑ Турӑ Амӑшӗн уявне паллӑ турӗç

Ҫак кун Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий Етӗрнери таса Троица ячӗллӗ чиркÿре литурги ирттерчӗ.

Етӗрнере 3 ӗмӗр каялла лартнӑ чиркÿ 4 престоллӑ. Виҫҫӗшне хӗр халлӗн Христоса ҫуратнӑ таса Марияна халалланӑ. Вӗсенчен пӗри шӑпах - Хусанта курӑннӑ Турӑ Амӑшӗн сӑнарӗ. Чӑваш Енри 22 чиркӳ çак хăватлă турăш ячĕпе çĕкленнĕ. Таса сӑнар патне ӗненекенсем пулӑшу ыйтма çÿреҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Хусан хулинче курӑннӑ Турӑ Амӑшне уянӑ кун православи халӑхӗ яланах чиркӳ тавра турӑшпа утса ҫаврӑннӑ. Халӗ те ҫаплах. Савватий владыка пухӑннисене чиркӗве ҫӳреме ӳркенмелле маррине калать.

 


Алексей Енейкин, Зинаида Паршагина