Усал чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк пулнине кура Кӑшарнире шыва кӗрекенсене кӑҫал чиркӳ асӑрхануллӑрах пулма ыйтрӗ. Ҫавах та Туррӑн ырӑ хӑватне ӗненекенсем ытла шикленме хӑнӑхман. Ҫанталӑк ӑшӑ тӑнипе усӑ курса пӗрин хыҫҫӑн тепри вакка чӑмса тухма васкарӗ. Атӑл ҫинчи пӑр хулӑнӑшӗ 30 сантиметра ҫитнӗ. Ҫавна май кӑҫал та кунта яланхи пекех 4 вакӑ каснӑ. Хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнса кашнинех йывӑҫ кӑшкар антарнӑ. Вӗсене пӗр харӑс ик енчен 2-шер ҫын кӗрсе тухма пултарать. Вакӑсем патне пымалли ҫула та хӑмаран тунӑ. Ҫывӑхрах шыва кӗрекенсене хывӑнса тӑхӑнмашкӑн чатӑр карса тунӑ ӑшӑ хӳшӗсем вырнаҫтарнӑ. Лӑпкӑлӑхпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва ҫӑлавҫӑсемпе йӗрке хуралҫисем тата медиксем куҫ илми тимлеҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Димитрий Макаров