Правительство Ҫуртӗнче ыттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартакан ҫемьесене чысларӗҫ 

Вӗсем ҫирӗп те тӑнӑҫ ҫемьере ӑслӑ-тӑнлӑ, пултаруллӑ ачасем ҫитӗнтереҫҫӗ. Правительство ҫуртӗнче ҫемье хаклӑхне упраса пурне те ырӑ тӗслӗх кӑтартакан мӑшӑрсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. 

Ҫавра сӗтелсем хушшине Чӑваш Енри чи пултаруллӑ, ырӑ та кӑмӑллӑ ҫемьесем пуҫтарӑннӑ. Пурте тенӗ пекех нумай ачаллӑ. Шупашкарта пурӑнакан Терентьевсем, сӑмахран, чӗрӗк ӗмӗр пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Юратупа килӗшӳре 11 ача ҫуратнӑ вӗсем. Аслӑраххисем ҫитӗннӗ пулсан, кӗҫӗнни икӗ ҫулта кӑна-ха. Владимир Витальевичпа Мария Валентиновна Владимир Путин хушӑвӗпе "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" ордена тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев йышлӑ ҫемьесене паракан ҫӑмӑллӑхсем пирки каларӗ. Нумай пулмасть, Министрсен Кабинечӗ ку тӗлӗшпе ҫӗнӗ йышӑнусем те тунӑ. Шкулта ачасене тӳлевсӗрех вӗри апат ҫитерни, ҫемье капиталӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма майсем туса пани тата ытти ҫӑмӑллӑхсем ашшӗ-амӑшне пысӑк пулӑшу параҫҫӗ, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантараҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев