Поэта пуҫ тайрӗҫ

Поэт, драматург, куҫаруҫӑ, фольклорист, ӳнерҫӗ, хальхи чӑваш литературин никӗслевҫи Константин Иванов ҫуралнӑранпа 132 ҫул ҫитрӗ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче сӑвӑҫӑн Хӗрлӗ тӳремри палӑкӗ умне ҫыравҫӑсемпе артистсем, вӗрентекенсемпе студентсем чечексем хучӗҫ. 

Константин Ивановӑн произведенийӗсем кун ҫути курнӑранпа ӗмӗр ытла иртрӗ пулин те, вӗсен пӗлтерӗшӗ паян кун та чакман. Унӑн ӗҫӗсем ӑруран ӑрӑва, ламран-лама куҫса пыраҫҫӗ. "Нарспи" поэмӑна тӗнчипе пӗлеҫҫӗ тесе те юрать. Паян вӑл вун-вун чӗлхепе янӑрать. Артистсем вилӗмсӗр классикӑн палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ. Кашниех поэта тав сӑмахӗ каларӗ. Ҫав кунах театр сцени ҫинче "Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакль кӑтартрӗҫ. 

Леонид Петров