Питӗртен ҫула тухнӑ пирӗн ентеш Владивостока чупса ҫитрӗ

Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ Максим Егоров-Курмыш хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртрӗ. Вӑл 22 регион витӗр чупса тухнӑ. Хӑйӗн 30-мӗш ҫуралнӑ кунне каччӑ ҫул ҫинче кӗтсе илнӗ.

 Интернетри социаллӑ тытӑмра хӑй ӑҫта ҫитнине Максим пӗлтерсех тӑнӑ. Ырӑ чунлӑ ҫынсем ӑна пулӑшу сӗннӗ, тӗрлӗ хулара кӗтсе илнӗ, ӑсатса янӑ. Кӑҫалхи шартлама сивӗсене пула дистанцие кӗскетме тивнӗ. Унччен вӑл кунне 30 ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ пулсан, пандеми вӑхӑтӗнче эрнере ҫавӑн чухлӗ чупнӑ. 

 


Алёна Артемкина