Питӗр хулинче пурӑнакан чӑвашсен культура пӗрлӗхӗ хастар ӗҫлет. Унӑн ертӳҫи, Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ Владимир Живов, ентешсене кашнинче тарават кӗтсе илме, паллӑ вырӑнсене кӑтартса ҫӳреме вӑхӑтпа кӑмӑл тупать, ытти чӑвашсене хӑй тавра пуҫтарса пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма пӗлет. Эпир ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑр Питӗрти паллӑ ҫынсене пытарнӑ вырӑна, 18-мӗш ӗмӗрти некрополе, ҫитрӗмӗр, чаплӑ ӑсчахӑмӑрӑн, Никита Бичуринӑн вилтӑпри умӗнче пуҫа чӗрӗ чечексем хутӑмӑр.
Марина Карягина, Владимир Синдеев