Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Тӑвай районӗнчи ҫемьен савӑнӑҫне вӑйлатма пулӑшрӗ

Ҫӗнӗ ҫулта пӗчӗк ачасем кӑна мар, аслисем те асамлӑха ӗненме тытӑнаҫҫӗ. Тӑвай тӑрӑхӗнчи Анаткас Тушкилте те ҫавӑн пекех. 

Ку ял пӗлтӗр ҫуркунне интернетра палӑрчӗ. Айлӑмра вырнаҫнӑскере хирте капланса тӑнӑ ҫурхи шыв юхса аннӑ. Ҫав саманта ӳкерсе илнӗ видео хӑвӑрт тӗнче тетелӗнче сарӑлчӗ. Унти Шарик йытӑ вара чӑн-чӑн ҫӑлтӑр пулса тӑчӗ. 

Ҫак пӗчӗк ҫӑмламас йытӑ ҫурине Пушок тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл пирӗн телекуравҫӑсем лайӑх пӗлекен Шарикӑн ҫури. Ҫапла, Шарик - ама, иккен. Ҫак ята ӑна ҫичӗ ҫулти хуҫи - Дарина панӑ. 

Тӑватӑ ураллӑ тусӗ пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче ҫӑвӑрланӑ. Ҫавӑнпа та йытӑшӑн пӑшӑрханакансене лӑплантарма васкатпӑр. Шарик - чӗрӗ, сывӑ. Шывпа юхса кайман. Анчах та ку хутӗнче вӑл пирӗн куҫ тӗлне тӳрех пулмарӗ. Хӑнасене хӳрине пӑлтӑртаттарса Пушок ҫеҫ кӗтсе илчӗ. Ҫичӗ ҫулти хуҫи Дарина - малтанхинччен те телейлӗ. Вӑл тинех пӗрремӗш класа кайнӑ, пӗлӳ ҫуртне тӑватӑ ураллӑ тусӗсем ӑсатаҫҫӗ. Тулли телей валли пукане ҫеҫ ҫитмест, - тет Дарина. Ҫакӑн пирки Хӗл Мучие ҫырура пӗлтернӗ вӑл, асамҫӑ валли сӑвӑ та хатӗрленӗ. 

Хӗл Мучи нумай кӗттермерӗ. Ҫак тивӗҫе Тӑвай тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлова пурнӑҫларӗ. Дарина пӗчӗк "йӑмӑкӗшӗн" питӗ хӗпӗртерӗ. Ун валли ятарлӑ кӳме те кӳрсе килнӗ хӑнасем. Эпир те ӗҫтешсемпе аякра тӑрса юлмарӑмӑр. Даринӑна ҫеҫ мар, тӑватӑ ураллӑ тусӗсене те кучченеҫсемпе савӑнтарма васкарӑмӑр. 

Анаткас Тушкилте кӗҫӗннисем кӑна мар, аслисем те халӗ асамлӑха ӗненеҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫурхи шыв-шуртан Павловсен ҫемйи шар курнӑччӗ. Вӗсем ял хӗрринче пурӑнаҫҫӗ. Шӑпах вӗсен хуралтисене шыв илнӗ. Тӑкаксене хӑйсенех саплаштарма тивнӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче вара кӗтмен ҫӗртен патшалӑх укҫа уйӑрса панӑ. 

96-ра пулсан та, Сӑхӑтпуҫ ялӗнче пурӑнакан Михаил Яковлев асамлӑха ӗненме пӑрахман. Ҫак туйӑма унӑнне вӑрҫӑ хирӗнчен чӗрӗ-сывӑ таврӑнни вӑйлатнӑ. Михаил Яковлевич 149-мӗш батальонри стрелок пулнӑ. Аслӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑн та салтак тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахман. Тӑван килне 1950-мӗш ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. 

Лавккана ҫӳреме ҫеҫ ан ӳркен, - тет ветеран. Чылай ҫул вӑл пӗччен пурӑннӑ, темиҫе ҫул каялла сывлӑхӗ хавшасан тӑванӗсем хӑйсен пулӑшӑвне сӗннӗ. Юпа ҫутти пулманни ҫеҫ пӑшӑрхантарать урам вӗҫӗнче пурӑнакансене. Ҫак ыйтӑва пуҫлӑхсем татса пама шантарчӗҫ. 

Вероника Павлова, Святослав Петров