Пирӗн ӗҫтеш Вероника Павлова ҫӗршывсем хушшинчи телекинофорумран ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ

Вӑл Тулӑ хулинче иртнӗ "Новая реальность" конкурсра палӑрнӑ. 

Вероника "Чи лайӑх репортаж" номинацире мала тухнӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Тикашри маҫтӑр пирки каласа панӑ. Василий Бородков ӗмӗр тӑршшӗпе ҫуртне тимӗр эрешсемпе капӑрлатнӑ. Унӑн пултарулӑхӗпе тата тӗрӗллӗ ҫурчӗпе Раҫҫейӗпех тӗлӗнеҫҫӗ пулсан, республикӑра тата районта ӑна кирлӗ пек тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Шел пулин те, репортаж эфира тухнӑ хыҫҫӑн нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Василий Бородков чӗри тапма чарӑнчӗ. Хӑйӗн ӗҫӗнче пирӗн ӗҫтеш туризм ыйтӑвне те хускатнӑ. 

Тулӑран таврӑнсан Вероника Павлова Димитрий Макаров операторпа тӳрех Вӑрмар районне ҫул тытрӗ...