Пичет ҫуртӗнче ҫамрӑк корреспондентсен 4-мӗш слечӗ иртрӗ

Унта "Тантӑш" хаҫатра пичетленекен ачасем пухӑнчӗҫ. Коронавируса пула иртнӗ икӗ ҫулта ҫак ӗҫ-пуҫа ирттерме май килмен. 

"Тантӑш" хаҫатпа республикӑри ҫамрӑксем тачӑ ҫыхӑнура. Паян хаҫат 12 страницӑпа эрнере пӗрре тухать. Уява йыхравланӑ шкул ачисем кашни кӗҫнерникун хаҫат килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Унта хӑйсен хайлавӗсене курсан вӗсен кӑмӑлӗ хӑпарать, ытларах ҫырас килет. Хаҫатра пичетленме ачасене ашшӗ-амӑшӗпе учительсем хавхалантараҫҫӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫа ачасене чӑвашла ҫырма, вулама илӗртес тесе йӗркелеҫҫӗ. Уявра "Тантӑш" хаҫатӑн 2020 тата 2021 ҫулхи лауреачӗсене палӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене республикӑри Цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина чысларӗ. 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов