Петр Егоров ячӗллӗ фонд ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет 

Пётр Егоров архитектор ячӗллӗ фонд ҫулла Питӗр хулинче пленэр ирттерни ҫинчен эпир сире каласа кӑтартнӑччӗ ӗнтӗ. Унта 15 художник хутшӑннӑ, мухтавлӑ ентешӗмӗрпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене сӑнарлакан 100 ытла картина ӳкернӗ. Фонд вӗсенчен аллӑшне сутса ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене пулӑшма шут тытнӑ.

Паллӑ архитектор ячӗллӗ фонд "Пётр Егоров - пирӗн саманташ" проекта Президент фончӗн культура гранчӗпе пурнӑҫа кӗртет. Уйӑрнӑ укҫапа кӑҫал нумай ырӑ ӗҫ туса ӗлкӗрнӗ: пленэр йӗркелесе ирттернисӗр пуҫне, каталогпа кӗнеке кӑларнӑ, Питӗрти "Мастер" галерейӑра тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче курав уҫнӑ, фильм ӳкернӗ. 

Фонд ертӳҫи, Евгений Дмитриев, хӑй тавра пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ушкӑн пуҫтарса пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма пултарнӑ. Ҫапла майпа Егоровӑн еткерне тӗпчесси, килес ӑрусем патне ҫитересси ӳнерҫӗсемпе пултарулӑх пӗрлешӗвӗсемшӗн пӗрлехи яваплӑх пулса тӑчӗ темелле.

Фондӑн партнёрӗсен йышӗнче - республикӑри хӗрарӑмсен союзӗ те. Унӑн ертӳҫи Наталья Николаева пленэра хутшӑннӑ пултаруллӑ ӳнерҫӗсене тав турӗ, "вӗсен ҫак пархатарлӑ сӗнӗвӗ эпир пӗрле пулнине туйма, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшать" - ҫапла палӑртрӗ вӑл акцин пӗлтерӗшне. Пленэра хутшӑннӑ Валерия Федосеева хӑнасене экспозиципе паллаштарчӗ. Каҫа ҫамрӑк юрӑҫсем илем кӳчӗҫ. Ачасене "Ӑрусен астӑвӑмӗ" фонд ертӳҫи Хисеп хучӗ парса хавхалантарчӗ. Ӳнер музейӗнчи куравпа раштавӑн 23-мӗшчен паллашма, унти хӑшпӗр ӗҫсене туянма пулать. Ун хыҫҫӑн вара картинӑсем Етӗрнене куҫса кайӗҫ - Пётр Егоров архитекторӑн ентешӗсем вӗсене раштавӑн 26-мӗшӗнче кӗтеҫҫӗ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков, Виктор Степанов