Петӗр Яккусен поэт, ӑсчах 70 ҫул тултарчӗ

Хальхи чӑваш литературинчи чи сумлӑ ятсенчен пӗри, теҫҫӗ ун пирки: сӑвӑҫ, пултаруллӑ тӗпчевҫӗ, нумай-нумай студента чӑвашлӑх ӑслӑлӑхӗн ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшакан.

Петӗр Яккусене пӗр сӑмахпа поэт тесе кӑна калама май ҫук. Сӑвӑҫпа пӗрлех ӑна философ темелле. Унӑн туйӑмлӑ хайлавӗсем шухӑш ҫуратаҫҫӗ, ӑс-хакӑл уҫлӑхне чӗнеҫҫӗ. Пётр Яковлев - псевдонимпа Яккусен - 1950-мӗш ҫулта Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралса ҫитӗннӗ. Шкул хыҫҫӑнах Шупашкарти педагогика институтне ачаранпах ӗмӗтленнӗ вӗрентекен профессине алла илес тӗллевпе кӗнӗ. Ҫур ҫултан вӗрентӳ шайӗ тивӗҫтермест тесе каччӑ института пӑрахсах салтака каять. Ун хыҫҫӑн тепӗр хут Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗрсе хӗрлӗ дипломпа тухать. Яккусен поэзийӗ шухӑшпа туйӑма пӗр шайра тытса пынине палӑртмалла. Ун ҫирӗп сӑмахӗ чун ыратӑвне палӑртас тесе кӗпе ҫурса кӑшкӑртмасть - сӑрт чулӗ пек йывӑр та капашсӑр, ӗмӗрлӗхе ӑса кӗрсе ларать. 

 

Александр Осипов, Марина Карягина