Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче "Ӑрусен астӑвӑмӗ" курав уҫӑлчӗ

Унта шкул ачисемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен пӗрлехи сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать. 

Раҫҫейри ветерансен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем курав уҫас умӗн Ҫӗнтерӳ паркӗнче пухӑнчӗҫ. Аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсене асӑнса сӳнми ҫулӑм умне чечексем хучӗҫ. Унтан ҫывӑхри Культура керменне куҫрӗҫ.

Социаллӑ проекта Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне тата Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Унта тӗрлӗ вӑрҫӑ ветеранӗсем хутшӑннӑ. Мухтавлӑ салтаксем хӑйсен мӑнукӗсемпе тата ытти хастар шкул ачисемпе пӗрле асра юлмалӑх илемлӗ сӑнӳкерчӗксем тунӑ. 

Ветерансене валли ырӑ ҫынсем тӳлевсӗрех фотостуди уйӑрнӑ. Санӳкерчӗксене те ахалех пичетлесе панӑ. 

Уявра астӑвӑм проектне хутшӑннисене тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Фотосессири савӑнӑҫлӑ самантсене аса илсе акци пӗлтӗрӗшӗ пирки калаҫрӗҫ. Курав кунта ҫитес уйӑх вӗҫӗчченех ӗҫлемелле. Унтан вӑл Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне куҫӗ.

Уява пухӑннисене артистсем чаплӑ концерт парнелерӗҫ. Ҫӗнтерӳ юбилейне халалланӑ курав вара ҫулталӑк тӑршшӗпе ҫӗнелсе тата пуянланса пырӗ. Акци вӗҫленсен сӑнӳкерчӗксене ветерансене хӑйсене парнелеме палӑртнӑ. 

 

 Алексей Енейкин