Петӗр Чичканов ӳнерҫӗ, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ

Канаш районӗнчи Яманкасси ывӑлӗ кун-ҫулне, тӗпрен илсен, Киевра ӗҫлесе ирттернӗ, Ҫеҫпӗл Мишшин Украинӑра пурӑннӑ тапхӑрне тӗпченӗ, сӑвӑҫӑн еткерне пуҫтарнӑ. Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑрӑн Шупашкарти музейӗнче аса илӳ каҫӗ иртрӗ. 

Петӗр Чичкановӑн тӗлӗнмелле шӑпа: вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен ҫут тӗнчене килнӗ, Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ икӗ чӑваш ывӑлне те Украинӑра пытарнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ ҫул Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ Пётр Николаевич ҫар хаҫачӗсенче 1950-мӗш ҫулчченех ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн 33 ҫул "Украина" журналӑн тӗп художникӗ пулнӑ. Ун чухнех Ҫеҫпӗл Мишши еткерне тӗпчеме, пуҫтарма тытӑннӑскер, поэтӑн портретне те ӳкернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Тарас Шевченко, Петӗр Хусанкай, Нестӗр Янкас, Марк Аттай тата ыттисен сӑн-сӑпатне графика мелӗпе ҫырни паллӑ. Петӗр Чичканов чӑваш тата Украина ҫыравҫисен кӗнекисене те илемлетнӗ. 

Марина Карягина, Святослав Петров