Пӗтӗм йышӑну никӗсӗнче - халӑх пуҫарӑвӗ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 7-мӗш созывӗн 41-мӗш сессийӗ иртрӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту Министрсен Кабинечӗн 2025-мӗш ҫулти ӗҫӗ-хӗлӗн пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Пӗлтӗр тӗрлӗ тытӑмра епле ҫитӗнӳсем туни, мӗнле чӑрмавсем пурри ҫинчен тата кӑҫалхи тӗллевсем пирки Чӑваш Правительствине шӑп ҫулталӑк ертсе пыракан Сергей Артамонов каласа кӑтартрӗ. 

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем умӗнчи отчетра пӗлтерӗшлӗ чылай ӗҫ-пуҫа палӑртрӗҫ. Паянхи пурнӑҫа кура ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшасси Правительствӑшӑн та малти вырӑнта. Иртнӗ ҫул ҫакна валли Министрсен Кабинечӗ 10 миллиард та 700 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ку вӑл 2024-мӗш ҫултинчен 3 хут нумайрах. Паянхи кун ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене пулӑшу кӳмелли 50 ытла меслет ӗҫлет. Сергей Артамонов пӗрлехи бюджет 12 процента яхӑн ӳссе 135 миллиард тенке ҫитнине палӑртрӗ. Харпӑр тупӑшсем - 99 миллиарда ҫитсе Атӑл тӑрӑхӗнчи округсем хушшинче мала тухма май панӑ. Наци проекчӗсем валли укҫа уйӑрасси 23 миллиард таран ӳсмелле. Тӗрлӗ сферӑра ҫитӗнӳсем пурри малалла аталанма май парать. 

Ял хуҫалӑх аталанӑвне Правительство 9 миллиард та 200 миллион тенкӗ хывнӑ, вӑл шутран 2 миллиард та 600 миллионӗ - ялсене аталантарма. 

Сӑмах май, халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программӑпа пӗлтӗр республикӑра пин те 579 проект пурнӑҫланӑ. Кӑҫалхи тӗллев - пин те 841 объект. Ял-хулара культура вучахӗсем ҫӗнӗ хӑват илнине, вулавӑшсем ҫӗнелнине те палӑртма кӑмӑллӑ. 

Кӑҫал юсав программине тепӗр 14 вулавӑш кӗртнӗ. Аякра вырнаҫнӑ ялсене концертсемпе 21 автоклуб ҫӳрет. Пӗлтӗр муниципалитетсенче 4 кинозал уҫнӑ, кӑҫала тепӗр 3 палӑртнӑ. Халӑх сывлӑхне те пысӑк тимлӗх. Пӗлтӗр ҫак тытӑма 37 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. 

Сергей Артамонов Чӑваш Правительствин ушкӑнне, депутатсене, республикӑра пурӑнакансене пӗрлехи калӑпӑшлӑ ӗҫшӗн тав турӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов, Вадим Владимиров