Ҫыравра 33 ыйтӑва хуравламалла. Вӗсенчен 23-шӗ социаллӑ пурнӑҫпа тата демографипе ҫыхӑннӑ, ыттисем - пурӑнмалли майсемпе. Ҫӗнӗ ҫырав Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх йышне, пӗлӳ шайне тата ытти пӗлтерӗшлӗ кӑтартусене тӗпчеме май парать. Ыйтусене интернетра хуравлани меллӗ. Электронлӑ анкетӑна тултарма нумай вӑхӑт кирлӗ мар тата хальхи лару-тӑрура ҫынсемпе сахалрах хутшӑнни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫынсем ятарлӑ участоксене те пыраҫҫӗ. Кунта вӗсене контролерсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑра ҫырав участокӗсен шучӗ - 370. Пӗтӗмпе вара патшалӑх ӗҫне 2 пин ытла ҫынна явӑҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех ҫырава ирттерекенсем килсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем планшетсемпе усӑ кураҫҫӗ, хуравсене пӗтӗмпех ҫын каланипе ҫырса пыраҫҫӗ. Халӑх ҫыравӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшчен пырать, интернет урлӑ хутшӑнас тесен чӳк уйӑхӗн 8-мӗшчен ӗлкӗрмелле.
Диана Иванова, Надежда Александрова, Димитрий Макаров