Пӗтӗм пурнӑҫне педагогикӑна тата тӑван культура аталанӑвне халалланӑ

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче паллӑ фольклориста, вӗрентекене, "Мерчен" ача-пӑча халӑх ансамблӗн ертӳҫине Герман Ларшников-Пэхете халалласа асӑну хӑми уҫрӗҫ. Ӑна Васанти историпе тавра пӗлӳ музейӗ ҫине вырнаҫтарчӗҫ. Герман Николаевич ҫак учреждени никӗслевҫи тата ертӳҫи пулнӑ. Малашне музей та унӑн ячӗпе хисепленсе тӑрӗ.

Герман Ларшников Кивӗ Шӑмӑршӑ ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам шкул пӗтерсен Шупашкарти трактор заводне ҫӗкленӗ ҫӗрте вӑй хунӑ, ҫав вӑхӑтрах ДОСААФра вӗреннӗ. Ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Пӗр вӑхӑт ферма ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Унтан вӗрентекен ӗҫне кӳлӗннӗ: физкультура учителӗ пулнӑ, ҫавӑн пекех ачасене тӑван тӑрӑх историне вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӗмпӗрти педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ.

Асӑну хӑмине уҫма тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем, юлташӗсем, вӗренекенӗсем, Васан ял халӑхӗ йышлӑ пуҫтарӑнчӗҫ. Кашниех Герман Николаевича ӑшӑ сӑмахпа аса илчӗ. Вӑл ялан ҫӗннине шыракан, мӗн шутланине пурнӑҫа кӗртекен ҫын пулнине палӑртрӗҫ. 

Герман Ларшников тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн чунне парса ӗҫленӗ, чӑвашлӑха ҫав тери юратнӑ. 1990-мӗш ҫулта Васанра тавра пӗлӳ музейӗ йӗркелесе янӑ. Учреждени ялти культура вучахӗ пулса тӑнӑ. Мӗн кӑна ҫук кунта. Вӗсене Герман Николаевич тӑрӑшнипе упраса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та музея унӑн ятне пама йышӑннӑ. 

Музей ҫумӗнче хӑй вӑхӑтӗнче "Мерчен" ача-пӑча ушкӑнӗ те йӗркеленӗ. Кӗске вӑхӑтра вӑл республикипе паллӑ ансамбль пулса тӑнӑ. Светлана Смирнова юрӑҫ та ҫак ушкӑнра пултарулӑхне аталантарма пуҫланӑ, Герман Николаевичӑн юратнӑ вӗренекенӗ пулнӑ. "Мерченпе" ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитнӗ: Тюмень, Ижевск, Мускав хулисем, Пушкӑрт тӑрӑхӗ тата ытти те.

Наци культурин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Герман Ларшников Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. Чи пӗлтерӗшли - Герман Николаевич хисеплӗ те лайӑх ашшӗ пулнине палӑртрӗҫ. Мӑшӑрӗпе 3 маттур ывӑл ҫитӗнтернӗ. Унран тӗслӗх илӗпӗр, ырӑ ячӗ вара ӗмӗрлӗхех халӑх асӗнче пулӗ, терӗҫ пухӑннисем. 

 


Диана Иванова, Виктор Степанов