Пӗрремӗш чӑваш халӑх поэтне сума суса

Николай Полоруссов-Шелепи ҫыравҫӑн вил тӑпри ҫине палӑк вырнаҫтарчӗҫ. Ҫак ӗҫе хамӑр республикӑри ҫыравҫӑсемпе журналистсен тата Тутарстанри ӗҫтешӗсен пӗрлехи вӑйӗпе тума май килнӗ.

Николай Иванович Полоруссов-Шелепи 1881-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Ҫӗнӗ Ӳсел ялӗнче ҫуралнӑ. Шкулта вӑл 5 ҫул кӑна пӗлӳ илнӗ. Малалла вӗренме ҫемьен укҫа ҫитмен. Вунӑ ҫул пулас поэт ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ. Пултаруллӑ ҫамрӑка Николай Ашмарин тюрколог асӑрханӑ. Вӑл ӑна халӑх сӑмахлӑхне, юррине пухма ыйтнӑ. Сӑвӑҫа ӑсталӑхне туптама ялти учитель Александр Кузьмин пулӑшнӑ. "Хыпар" хаҫатпа ҫыхӑну тытма сӗннӗ. Николай Ивановичӑн "Ҫӗлен" ятлӑ пӗрремӗш хайлавӗ те "Хыпарта" пичетленнӗ. Полоруссов-Шелепи пӗр вӑхӑт Ҫӗпӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ. 1922-мӗш ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. Ытларах сатирӑллӑ, ҫавӑн пекех вӑрҫӑ темипе сӑвӑсем ҫырнӑ, ачасем валли те хайланӑ. Тутар писателӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ ята ӑна 1936-мӗш ҫулта панӑ. 50 ҫул тултарсан вӑл суккӑрланса ларнӑ. Апла пулин те пултарулӑх ӗҫне пӑрахман, ҫӗршывӑн обществӑпа политика тата литература пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ. Ҫыравҫӑ 1945-мӗш ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницки урамӗнчи масарта пытарнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн палӑк юрӑхсӑра тухнӑ пулнӑ. Вил тӑприне Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ шыраса тупнӑ. Ӗҫтешӗсемпе пӗрле йывӑҫ-тӗмрен тасатнӑ. 

Палӑк лартас ӗҫе ҫыравҫӑн тӑванӗсем, журналистсемпе писательсем хутшӑннӑ - Тутарстанран та, Чӑваш Енрен те. Пурӗ 135 пин тенкӗ пуҫтарнӑ. Палӑка уҫма Полоруссов-Шелепин тӑванӗсем те пухӑнчӗҫ. Вӗсем унпа мӑнаҫланнине пӗлтерчӗҫ. 

Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗ ытти ҫыравҫӑсен вил тӑприсене те пӑхса тӑрас тӗллевлӗ. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров