5 ҫулта округра нумай курӑмлӑ ӗҫ тума пултарнӑ. Етӗрнери 3-мӗш шкула 90 миллион ытла тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ. Ачасене ҫӗр ӗҫне хӑнӑхтарма агролабораторисем хута янӑ. Вӗсенче теорине кӑна мар, практикӑна та пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Етӗрне тӑрӑхӗнче "Точка роста" ятпа 5 центр йӗркеленӗ. Хальхи йышши вӗренӳ лаптӑкӗсем ҫамрӑксем валли ҫӗнӗ майсем уҫаҫҫӗ. Ачасем наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсем ҫырма, хӑйсен тавракурӑмне анлӑлатма пултараҫҫӗ.
Кӑҫал вара 250 миллион тенкӗ ытла харӑсах 3 вӗренӳ учреждение юсама уйӑрнӑ. Вӑл шутра Етӗрнери 2-мӗш тата Тури Ачакри шкулсене, ҫавӑн пекех хулари "Юмах" ача сатне. Тури Ачакри пӗлӳ ҫуртӗнче юсав нарӑс уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Объект хакӗ 80 миллион тенкӗ ытла. Ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра ачасем юнашарти шкулсенче вӗренеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Етӗрне тӑрӑхӗнче хӑмла музейӗ, Мӑн Явӑшра тӗслӗхлӗ библиотека уҫӑлнӑ. Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ те ӳснӗ: 3 фельдшерпа акушер пункчӗ тата пӗтӗмӗшлӗ практика тухтӑрӗн уйрӑмне хута янӑ. Халӑх программи ял хуҫалӑх тытӑмне те ырӑ витӗм кӳнӗ.
Тӗл пулура етӗрнесем Пӗрҫырланти тата Кӑкшӑмри культура ҫурчӗсене юсассине программӑна кӗртме сӗнчӗҫ. Алла Салаева ҫакна ырласа йышӑнчӗ. Хастар та тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн ҫунакан ҫынсем пурри малашлӑха пысӑк шанчӑкпа пӑхма май парать, терӗ вӑл.
Диана Сафонова, Бахтияр Велиев








