Пӗрле пулнӑ кашни самант хаклӑ

Тӑван кил ӑшши вӑрҫӑ хирӗнчи йывӑрлӑхсене парӑнтарса ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшать, теҫҫӗ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем. Ҫак тӗллевпех вӗсене юратнӑ ҫыннисемпе тӗл пулса вӑй-хал пухма отпуска яраҫҫӗ. 

Дмитрий ятарлӑ ҫар операцинче мӗн пуҫланнӑранпах. Алла повестка парсанах пӗр иккӗленӳсӗр салтак аттине тӑхӑннӑ. "Прапор" хушма ятпа ҫӳрекенскер темиҫе медале, тав хутне тивӗҫнӗ. Вӑл шутра ҫӗршыв президенчӗн Указӗпе ӑна Суворов медалӗпе наградаланӑ. Ҫапах та чи йывӑрри - ҫемьерен уйрӑласси, тет вӑл.

Дмитрий тӑван киле отпуска виҫҫӗмӗш хут килнӗ. Кунта ӑна мӑшӑрӗ, хӗрӗпе ывӑлӗ тата амӑшӗ чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Ҫемьешӗн ҫакӑ чи телейлӗ самант. Вӗсем пӗрле вӑхӑта ирттерме, уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. 

Дмитрий фронта пулӑшу кӳрекен хастарсене чун-чӗререн тав тӑвать. Хӳтӗлев каррисем техникӑпа салтаксене пытанма, окоп ҫуртисем блиндажсенче ӑшӑнма, типӗ яшкасем вара кил ӑшшине туйма пулӑшнине палӑртрӗ. 

Ҫемьепе ҫыхӑну тытма тӑрӑшни, килте юратнӑ ҫынсем кӗтнине пӗлни хӑюллӑ салтака вӑй-хӑват кӳрсе, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшать. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров