Виҫӗ эрне ытла ӗнтӗ кранран шыв юхмасть, - каласа кӑтартать Моҫҫакассинчи Ленин урамӗнче пурӑнакан Галина Григорьева. Йӑпӑр-япӑр кӗпе-йӗм, чашӑк-тирӗк тытса ҫӑваймастӑн, апат пӗҫересси те нушаллӑ. Шыв кашни утӑмрах кирлӗ. Выльӑх йышлӑ усракансене уйрӑмах йывӑр. Раиса Семёнован икӗ ӗне. Вӗсене ир те, каҫ та шӑвармалла, шыв сахал мар кирлӗ, - тет вӑл. Пахчара ҫӑл пурри Семёновсемшӗн ҫӑлӑнӑҫ. Вӗсемшӗн кӑна мар - кӳршисем те халӗ кунта сукмак хывнӑ.
Нушана татса парасса кӗтсе ывӑнтӑмӑр ӗнтӗ, - теҫҫӗ моҫҫакассисем. Сӑлтавне халӗ шыраҫҫӗ. Шыв уҫлакан насуса улӑштарнӑ, питӗркӗчӗсене тӗрӗсленӗ. Башньӑна шыв тулать, анчах унпа ҫынсем йӗркеллӗ усӑ кураймаҫҫӗ. Ахӑртнех, килсене ҫитиччен вӑл айккинелле юхса тухать. Ҫавна май халӗ пӑрӑхсем хӑш вырӑнта шӑтнине тӗпчесшӗн. Ӗҫе хӑвӑрт тума май килменнине пытармасть ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов