Чӑваш Енре пурӑнакансем Олег Николаева колл-центр урлӑ, Пуҫлӑхӑн телеграм-каналӗнче ыйту пама пултарнӑ. Ҫавӑн пекех "Чувашская Республика" ушкӑна ҫыру ярса, патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче, ытти меслетпе усӑ курса. Пурӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче хускатма 661 ыйту ҫитнӗ. Пуринчен те ытларах ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ чӑрмавсем шутлаттараҫҫӗ халӑха. Тӗпрен илсен шывпа тивӗҫтересси, каяшсене тасатакан сооруженисен ӗҫӗ. Республикӑри ҫул-йӗр те чылай калаҫтарать, пӑшӑрхантарать халӑха. Ял халӑхне турттаракан транспорт ӗҫне кирлӗ пек йӗркелемен тӗслӗхсем те пур.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи халӑхран та тӳрӗ линие ҫыру ҫитнӗ. Унта пурӑнакансен ыйтӑвӗ тӗпрен илсен республикӑри ытти ял ҫыннисене те шухӑшлаттарать. Ку вӑл - усламҫӑсем халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ. Хальхи тапхӑрта вӑл 26 тенкӗ ытларах. "Выльӑх апачӗ хакланса пырать, мӗнле те пулин саплаштарса пырасчӗ те, майне мӗнле тупмалла-ши? Кӳршӗ регионсенче чӗртавар йышӑнакан хак 40 тенкӗрен иртни те пур", - пӗлтернӗ шӑмӑршӑсем.
Регион ертӳҫи ӗне усраса, сӗтрен тупӑш кӑшт та пулин ытларах илес тесен мӗнле ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курмаллине каласа пачӗ. Халиччен ирӗклӗн усӑ курнӑ шыв таврашӗ пӗр-пӗр ҫын харпӑрлӑхне куҫма пултарасси пирки вара муркашсем пӑшӑрханса ҫырнӑ.
Чӑваш транспорт управленийӗнче шалу ӳстерменнипе кӑмӑлсӑрланса шӑнкӑравлакансем те пулчӗҫ.
Тӳрӗ эфирта сӳтсе явма май килмен ыйтусене яваплӑ ведомствӑсем пӑхса тухса хуравлӗҫ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров