Министрсем ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗҫ, округ аталанӑвне халӑхпа пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Кӑҫалхи ҫур ҫулти кӑтартусемпе округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Равиль Ямалетдинов паллаштарчӗ. Ҫак тапхӑрта 6 ҫухрӑм автомобиль ҫулне юсаса ҫӗнетнӗ, 6 пин тӑваткал метра яхӑн ҫурт-йӗр хӑпартнӑ. Ҫавӑн пекех 15 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулти столовӑйне юсаҫҫӗ тата чӳречисене улӑштараҫҫӗ, "Ромашка" ача сачӗн картишне хӑтлӑлатаҫҫӗ, Патӑрьелӗнчи Культура ҫуртӗнче те юсав ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.
Халӑх пуҫарӑвӗпе сахал мар ӗҫ тунӑ. Хальччен округра 347 миллион тенкӗлӗх 200 ытла проект пурнӑҫа кӗртнӗ.
Оксана Верликова, Сергей Емельянов.








