Пӗр тӗллев - Ҫӗнтерӗве ҫывхартасси - фронтпа тыла малалла талпӑнма хистет

Предприятисем, волонтерсен ушкӑнӗсем, ӗҫ коллективӗсем, уйрӑм ҫынсем ентешсем патне пулӑшу ярсах тӑраҫҫӗ. Салтаксем ыйтнине кура "Элара" заводра ӗҫлекенсем хальхинче ҫыхӑну хатӗрӗсем туяннӑ. 

Ҫапӑҫура салтаксене пӗр-пӗринпе пӗрмай ҫыхӑнура пулни кирлӗ. Ҫавӑнпа та шӑпах ҫак техника пурри, юсавлӑ ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ. "Элара" предприяти фронта ҫине-ҫинех гуманитари пулӑшӑвӗ ярать. Хӳтӗлевҫӗсем кӗске отпускран хирӗҫтӑру пыракан вырӑна ҫула тухма хатӗрленнине пӗлсе техника туяннӑ. Вӑл шутра 4 автомобиль радиостанцийӗ, портативлӑ ҫыхӑнӳ хатӗрӗсем, генераторпа антенна. Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Юрий Богданов пулӑшӑва тав туса йышӑнчӗ. Ҫарти юлташӗсен ятӗнчен те тыл парса тӑракан тӗревшӗн тав сӑмахӗ каларӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров