Пӗр шкултан харӑсах виҫӗ паттӑр

Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри "Герой парти" акцие хастар хутшӑнать. Проект тӗллевӗ - ҫамрӑксене ҫӗршывӑн паттӑрӗсем пирки аса илтересси. Акци пӗлтӗр пуҫланнӑ. 

Малтанах партӑсене Совет Союзӗн тата Раҫҫейӗн Геройӗсене хисеплесе уҫнӑ пулсан, кӑҫалтанпа Украинӑра ирттерекен ятарлӑ операцине хутшӑнса пуҫ хунисене те халаллаҫҫӗ. Вӗсенчен ытларахӑшне Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Шупашкарти 39-мӗш шкулта харӑсах 3 парта уҫрӗҫ. Паттӑрсем пурте тӗрлӗ ҫулта ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ, виҫҫӗшӗ те Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ. Игорь Худяков пурнӑҫӗ 1984-мӗш ҫулта Афганистанра татӑлнӑ, Рудольф Макаров Ҫурҫӗр Осетире 1995-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вилмеллех аманнӑ. 20 ҫулти Константин Баклушин контрактлӑ службӑн рядовойӗ Украинӑри ятарлӑ операцире пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Партӑсене уҫма пуҫтарӑннисем ҫамрӑксен паттӑрлӑхне ялан асра тытассине пӗлтерчӗҫ. 

Надежда Александрова, Андрей Шоклев