Пӗр пуҫтарӑнсан пӳрт тулли савӑнӑҫ

Муркаш районӗнчи 60 ытла ҫул пӗрле пурӑнакан Егоровсем "Ача ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медальне тивӗҫнӗ.

90 ҫула ҫитсе те алла туя тытман, куҫлӑх тӑхӑнман. Пурнӑҫри пӗр куна та усӑсӑр ирттермен. Ялта, районта, республикӑра хисеплӗ те сумлӑ мӑшӑрсен ретӗнче. Муркаш тӑрӑхӗнчи Анаткасси ялӗнче 60 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан Ленианапа Николай Егоровсене кӑҫал "Ача ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медалӗпе чысланӑ. 

 

Алиса Александрова, Никита Углев