Вӗсем пӗр-пӗрне пуҫласа ялти туйра курнӑ, тӳрех килӗштерсе пӑрахнӑ. Унтанпа хӑйсем те бриллиант туй патне пурӑнса ҫитернӗ, апла пулин те пӗрремӗш тӗл пулу халӗ те асрах. Мӑн Явӑшри шкулта Нина Демидовна математика, Геннадий Михайлович вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Малтанласа мӑшӑр упӑшкин тӑванӗсемпе пӗр пӗчӗк пӳртрех пурӑннӑ. Унтан ҫамрӑк ҫемье уйрӑм ҫурт ҫавӑрнӑ. Пӗтӗм ӗҫе пӗр-пӗринпе канашласа тунӑ. Нихӑҫан та сив сӑмах каласа курман мӑшӑр. Упӑшки обществӑлла ӗҫпе ытларах вӑхӑт ирттернӗрен, хуҫалӑхри тивӗҫсене Нина Демидовна пурнӑҫланӑ, ачасене те вӑл нумайрах тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫакӑншӑн Геннадий Михайлович мӑшӑрне паян та тав тӑвать. 3 ачишӗн, 8 мӑнукӗшӗн, 5 кӗҫӗн мӑнукӗшӗн Нина Демидовнапа Геннадий Михайлович яланах тӗслӗх вырӑнӗнче.
Надежда Александрова, Димитрий Макаров