Пӗр пек пулма кирлех те мар

Шупашкара ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракансем валли йӗркелекен Пӗтӗм тӗнчери 7-мӗш фестиваль-форума хӑнасем килсе ҫитрӗҫ. Пукане театрӗнчи уява кӑҫал Раҫҫейри 15 регионти тата Казахстанри пултарулӑх коллективӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 

Кӗвӗ ҫеммипе ҫаврӑнӑҫуллӑн, йӑл кулӑпа ташлакан ачасене пӗр пӑхсан сусӑр тесе те калаймӑн. Сцена ҫинче хӑйсене чӑн-чӑн артистсем пек тыткалаҫҫӗ. Тӗрӗссипе фестиваль пӗрремӗш утӑмӗсене 7 ҫул каялла мар, самай маларах тунӑ. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов каланӑ тӑрӑх, сывлӑх енчен хавшакрах ачасем пирки ун чухне питех калаҫман, ашшӗ-амӑшӗ те тӗпренчӗкӗ сывах марришӗн именсе ҫын ҫине тухма тӑрӑшман. Ҫавна май, 12 ҫул каялла театр уйрӑм куракан патне килне ҫӳренӗ. Чӑваш Енӗн ырӑ пуҫарӑвӗпе хӑпартланса хӑйсен тӑрӑхӗнчи ачасене те савӑнӑҫ парнелеме пуҫланӑ. "Пӗр пек пулма кирлех те мар" фестиваль ыран вӗҫленет. Вӑл пынӑ хушӑра артистсем театр сценисӗр пуҫне реабилитаци центрӗсене, вырӑнпах выртаканнисем патне килне ҫитӗҫ.

Алиса Александрова, Виктор Степанов