Пӗр ӗмӗр ытла саккунпа йӗрке хуралӗнче

Хальхи чӑваш полицине пуҫарса янӑранпа 104 ҫул ҫитрӗ - вӑл Шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансене пурне те пырса тивет. Ҫавна май Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче  савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ тата уяв парачӗ иртрӗ. Службӑра палӑрнисене тата ведомство ветеранӗсене наградӑсемпе чысларӗҫ. 

Вырӑнти полици историйӗ республика пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. 1920-мӗш ҫулта Чӑваш автономине йӗркелесе янӑ. Ҫав вӑхӑтранах шалти ӗҫсен министерствин регионти управленине те пуҫарнӑ. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр тытӑм аталанса пырать - тӗллевсене кура ҫӗнӗ службӑсемпе уйрӑмсем хушӑнаҫҫӗ. Полици ӗҫӗ яланах сумлӑ та хисеплӗ шутланать, унта тӑрӑшакансенчен ҫирӗп ыйтаҫҫӗ.  
Саккуна пӑхӑнса ҫынсене пулӑшу кӳни, тӑван ҫӗршыва парӑнса хӑйсен тивӗҫне чунтан пурнӑҫлани, хӑюллӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса преступниксене хирӗҫ кӗрешни - шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансем ҫак енсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Службӑра палӑрнисемпе шалти ӗҫсен министерствин ветеранӗсене уяв ячӗпе сумлӑ наградӑсемпе чысларӗҫ. Николай Григорьев милицире чылай хушӑ тӑрӑшнӑ ашшӗ ҫулӗпе кайнӑ. Куҫ умӗнчи тӗслӗхпе хавхаланнӑскер, хӑй те 24 ҫул  службӑна парӑннӑ. Полици полковникӗ Раҫҫей ведомствин  медальне тивӗҫрӗ.
Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра преступленисен шучӗ ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран пӗчӗкрех. Кӑҫал ҫын вӗлересси, сывлӑха сиен кӳресси, хваттерсене ҫаратасси сахалланнӑ. Ҫавах та полици ӗҫченӗсем умӗнче калӑпӑшлӑ тӗллевсем - малашне те преступниксене хирӗҫ ҫирӗп кӗрешмелле, уйрӑмах информаци технологийсем аталаннине шута илмелле, терроризмпа экстремизма, саккунсӑр миграципе наркотик саракансене хирӗҫ тӑмалла. Ҫӗршыври паянхи ҫивӗч лару-тӑрӑра кирек епле киревсӗр ӗҫе те сирме хатӗр пулмалла. Шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансем  кашни ҫын тӑнӑҫлӑхӗшӗн сыхӑ тӑнине асра тытмалла, терӗҫ саламлама килнисем. 

Ирина Николаева, Дарья Паскарюк, Екатерина Янгалакова