Пӗр ҫемьере - икӗ инженер-механик

Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Васильевсем, ашшӗпе ывӑлӗ, хресчен ӗҫне ҫӑмӑллатмалли тӗрлӗ агрегат шухӑшласа кӑларса ӑсталаҫҫӗ.

Тӳпере уйӑх та сӳнсе ӗлкӗреймен-ха, ял халӑхӗ ирхине виҫҫӗ ҫурӑранпа ура ҫинче. Васильевсем те ыттисен йӗркипех пурӑнаҫҫӗ, анчах килти хуҫалӑх валли тем те пӗр шутласа кӑларакан инженерсене шухӑш ҫӗрле те канӑҫ памасть. Тимӗрҫӗ йӑхӗнчен тухнӑ ӑстасен ӗҫ лаҫҫинче юрӑхсӑр япала ҫук: кашни ӑпӑр-тапӑр пӗр-пӗр ҫӗнӗ станокӑн пайӗ пулса тӑрӗ. Ҫемье пуҫӗ питӗ аван астӑвать: ялта халӑх йышлӑ пурӑннӑ ҫулсенче хирти йывӑр ӗҫе алӑпа туса ӗлкӗрнӗ. Ку таврара ӑнса ӳсекен вӗтӗ сухана та алӑ вӗҫҫӗн ҫӑлнӑ, аврине татса алланӑ, миххе тултарса управӑша леҫнӗ. Халӗ ӑна кашни хӑйӗн кил-йышӗпе пысӑк лаптӑк ҫинче туса илет, ҫавӑнпа техникӑсӑр ниепле те май ҫук. Илья Вячеславович 90-мӗш ҫулсенчех малтан хул вӑйӗпе туртса ҫевок акмалли хатӗр ӑсталанӑ, унтан ӑна трактор ҫумне кӑкармалла тунӑ, ҫӗр кӑпкалатмалли, сухан алламалли, сывлӑш вӑйӗпе вӗртерсе сӑвӑрмалли агрегатсем шухӑшласа кӑларса яла тивӗҫтерсе тӑнӑ. 

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев