Пӗлӳ учрежденийӗсенче чӑнлӑха суя хыпарсенчен уйӑрма вӗрентекен акци иртет 

Раҫҫей Украинӑра ятарлӑ операци ирттерне май интернетра суя хыпар чылай тӗл пулать. Тӗрӗссине фейкран мӗнле уйӑрмалла? Кун пирки Шупашкарти хула хуҫалӑхӗн техникумӗнче калаҫрӗҫ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастрӗсем экспертсене чӗнсе студентсемпе тӗл пулу йӗркелерӗҫ. 

Политологсемпе социологсем, наука ҫыннисем информаци вӑрҫинче суя хыпара усӑ курни пирки ӑнлантарас тесе аслӑ шкулсемпе профессиллӗ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Хула хуҫалӑхӗн техникумӗнчи ҫамрӑксемпе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе географи факультечӗн деканӗн ҫумӗ Марина Краснова калаҫрӗ. Интернетра вӑрҫӑ-харҫӑна пропагандӑлакан, пӗр-пӗр нацие е тӗне курайманнине пӗлтерекен хыпара сарма юраманнине ӑнлантарчӗҫ ҫамрӑксене. Уншӑн административлӑ е уголовлӑ явап тыттараҫҫӗ. Экспертсен сӑмахӗпе, суя хыпара ытларах чухне иккӗленекен, патшалӑха шанман ҫынсем ӗненеҫҫӗ. Шӑпах халӑха тавлаштарас, хирӗҫтерес тесе тӑваҫҫӗ ҫакна. 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров