Пӗчӗк ачана инкекрен ҫӑлса хӑварнӑ 

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Макар Мушков шывра путакан ачана ҫӑлса хӑварнӑ. Ӗҫ-пуҫ Мари Элти Кокшамар ялӗнче пулса иртнӗ. 

Кокшамар ялӗнче пурӑнакан тӑванӗсем патне канма килсен, Макар Мушков пиччӗшӗпе тата юлташӗсемпе пӗрле ҫак пӗве хӗррине час-часах шыва кӗме ҫӳрет. Путма пуҫланӑ ачана ҫӑлнӑ кун унӑн асӗнче чылайлӑха асра юлӗ. Чӑн-чӑн паттӑр, - теҫҫӗ халӗ Макар пирки юлташӗсем. Пӑтӑрмаха лекнӗ ачана асӑрхасан вӑл тӳрех ун патне васканӑ. Ҫакнашкал лару-тӑрура кашни ҫеккунт шутра. Вӑхӑтра пулӑшман пулсан ӗҫ-пуҫ инкекпе вӗҫленме пултарнӑ. 

Елена Дмитриева, Анастасия Барауля, Константин Югов.