Паянтан социаллӑ пенси 6 тулли те 8 вуннӑмӗш процент чухлӗ ӳсет. Индексаци виҫине пенсионерӑн иртнӗ ҫулхи пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫин ӳсӗмне тӗпе хурса ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Енре 27 пин ытла ҫыннӑн укҫа хушӑнать. Индексаци хыҫҫӑн социаллӑ пенси вӑтамран 14 пин те 800 тенкӗпе танлашать. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тӑшман хупӑрласа илнӗ Севастаполь, Сталинград, Ленинград хулисенче пурӑннисене те тӳлевӗсене ӳстерсе парӗҫ.
Туяннӑ япалан хакне пайӑн-пайӑн тӳлемелли йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Ҫак ҫӑмӑллӑха кӳрекен сервис операторӗн Раҫҫей Банкӗн реестрӗнче пулмалла. Саккун тавар хакне комисси, процент хушасран хӳтӗлет. Унсӑр пуҫне малашне пайӑн-пайӑн тӳлеме ҫур ҫул вӑхӑт параҫҫӗ. Енчен те япала хакӗ 50 пинрен ытла пулсан, операторӑн кун пирки кредит историсен учрежденине пӗлтермелле.
Ака уйӑхӗнчен банксен ипотека панӑ чухне кивҫен илекенӗн официаллӑ тупӑшне ҫеҫ шута илме пултараҫҫӗ. Кирлӗ информацие финанс организацийӗ "Цифра профилӗ" портал урлӑ Социаллӑ фондран тата налук службинчен ыйтса илеет. Унччен ӗҫ укҫисӗр пуҫне банксем ҫыннӑн ытти тупӑшне те пӑхнӑ. Малашне кун пек ирӗк пулмӗ.
Екатерина Фомина








