Паянхи кун тӗлне Донбасспа Украинӑран Раҫҫее 600 пин ытла ҫын тарса килнӗ

Кашни регионтах вӗсене кӗтсе илме, пулӑшма хатӗр. Чӑваш Ен йывӑрлӑха лекнӗ 400 ытла ҫынна йышӑнчӗ. 

Ятарлӑ поезд Ростов облаҫӗнчен Шупашкара ирпе ҫитрӗ. Пассажирсен йышӗнче тӗпрен илсен ватӑсем, ачасемпе хӗрарӑмсем. Вокзалта вӗсене Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем, медиксем, волонтерсем кӗтсе илчӗҫ. Чӑваш Ен 446 ҫынна хӑй хӳттине илчӗ, ҫав шутра 90 ача. Ҫынсем ҫула васкаса пуҫтарӑннӑ. Хутаҫсене чи кирлине кӑна хунӑ. Хӑшӗ-пӗри килти чӗр чунӗсене те хӑварман - пӗрле илсе тухнӑ. Донбасс тӑрӑхӗнчен тарса килнисене "Алый парус", "Мечта", "Салампи" санаторисенче тата "Вега" центрта вырнаҫтараҫҫӗ. 

Екатерина Фомина, Екатерина Данилова, Виктор Степанов