Паян Совет ҫарне Афганистанран кӑларнӑранпа 33 ҫул ҫитрӗ

Ҫак куна халалласа Чӑваш Енри ветерансен "Доблесть" пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Шупашкарти интернационалист салтаксен палӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.

Вӗсем хӑйсем пирки: «Вӑхӑт пире суйланӑ», - теҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ паркӗнче пухӑннӑ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисенчен нумайӑшӗ Афганистан нуши витӗр тухнӑ. Ҫак сӑваплӑ вырӑнта салтаксем вӑрҫӑра пуҫ хунӑ юлташӗсемпе халӗ пурӑнакан тус-тантӑшӗсене асӑнаҫҫӗ. Вӑл йышра сусӑрсем те сахал мар. Афган вӑрҫине Чӑваш Енри 6 пин ҫын хутшӑннӑ. 114 салтак пуҫне хунӑ, 4-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Таврӑннисенчен те халӗ ҫуррине яхӑнӗ ҫӗре кӗнӗ. Ветерансем вӑрҫӑ вӑхӑтне, унти йывӑрлӑхсене аса илчӗҫ. Паттӑр салтаксене асӑнса лартнӑ палӑксен умне ветерансемпе пӗрлех хула пухӑвӗн депутачӗ Валентин Гордеев, Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинчи ветерансемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Елена Зайцева чечексем хучӗҫ.

Алексей Енейкин, Иван Макеев