Паян Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Хуракасси ялӗнче пысӑк инкек пулнӑранпа 65 ҫул

1961-мӗш ҫулти чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑхӑнманнине пула вут-ҫулӑм шкулти уява пухӑннӑ 110 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Инкекре 3 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи 106 ача тата 4 учитель вилнӗ. Хуракассисем кашни ҫулах ҫак кун асӑну вырӑнне пухӑнса хурлӑхлӑ митинг ирттереҫҫӗ. 

Хуракасси шкулӗнче ҫак кун халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Акт залӗ пулманран 2 класа пӗрлештернӗ, ун чухнехи йывӑр парттӑсене стена, чӳресем хӗррине купаласа лартнӑ. Сцена ҫинче концерт пынӑ хушӑра юнашарти пӳлӗмре физика учителӗпе аслӑ класри 2 ача кино кӑтартмалли хатӗре юсанӑ. Кӑмакари нӳрлӗ вутӑ часрах тивсе илтӗр тесе бензин сапнӑ. Тимлӗхе ҫухатни хӑрушӑ инкек патне илсе ҫитернӗ те. Пӗр алхасма пуҫланӑ вут часах 200 ытла ҫын вырнаҫнӑ пӳлӗме ярса илнӗ. Тӗтӗмпе тулнӑ класра хӗвӗшӳ пуҫланнӑ. Икӗ чӳречене ҫӗмӗрсе пурте урамалла тарса тухма хӑтланнӑ. Пӗчӗккисем аяла пулса юлнӑран ытларах аслӑраххисем хӑтӑлайнӑ. Пушарти пысӑк йӑнӑш - ҫӑлавҫӑсене вут тивсе илнӗ хыҫҫӑн сехете яхӑн иртсен тин пӗлтерни. Вӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра шкул маччи, ытти тӗревӗ ишӗлнӗ. Шалта юлнисен сассисем те часах шӑпланнӑ. Хӑрушӑ хыпар пирки ун чухне калама чарнӑ. 30 ҫул иртсен тин пӗрремӗш хут панихида ирттернӗ, пурӑна киле халӑх вӑйӗпе палӑк лартнӑ, нумай пулмасть часовня уҫнӑ. Ҫулсерен чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи митингра тӑванла вилтӑприре ӗмӗрлӗх канлӗх тупнисене кашнине ятран асӑнаҫҫӗ. 1961-мӗш ҫулти кӗркунне  ялти темиҫе ҫемье пач ачасӑр тӑрса юлнӑ. Камӑн 4 ачи, хӑшӗсен 3-шӗ е 2-шӗ вутран тухайман. Халӗ пурӑнакансем аса илнӗ тӑрӑх, ҫанталӑк синкере пытарас тенӗ пекех ҫав кун яла ҫӑра тӗтре карса илнӗ. Паян та Хуракассинче шкулта ҫунса вилнисене аса илӗҫ.

Шупашкарти Пушар хуралӗн музейӗнче те ҫак пулӑма халалланӑ кӗтес пур. Курма килекенсене, ачасемпе аслисене Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи инкек пирки тӗплӗн каласа кӑтартаҫҫӗ. Вут-ҫулӑм тухас пулсан хӑйсене мӗнле тымаллине ӑнлантараҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров