Иртнӗ ҫул, 106 ҫул тултарсан вӑл Раҫҫей ветеранӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗ пулса тӑнӑччӗ. Хаваспах наци ҫи-пуҫӗ тӑхӑнса фото ӳкерӗнес акцие хутшӑнчӗ. Пирӗн асра вӑл шӑпах, ҫакӑн пек ҫутӑ та патвар сӑнарпа юлӗ. Иван Ермолаевпа паян Етӗрне хулинче Садовая урамри 3-мӗш "А" ҫурт картишӗнче сыв пуллашаҫҫӗ. Хулан хисеплӗ ҫыннине Етӗрне масарӗнче пытараҫҫӗ.
Алексей Енейкин