Паян республикӑра Раҫҫейри ҫемье ҫулталӑкӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлать

Ҫавна май Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче "Ҫемье - вӑл телей" форум иртет. Унта Чӑваш Енри 300 яхӑн туслӑ та пултаруллӑ кил-йыш, ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тӑванӗсем тата ыттисем те пуҫтарӑнӑҫҫӗ. 

Палӑртмалла, Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ӳссех пырать. Паян республикӑра вӗсем 18 пин ытла. Йышлӑ ҫемьесене патшалӑх енчен пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫак тӗллевпех пӗлтӗр Шупашкарта тата Канашра нумай ӗҫ тумалли "Манӑн ҫемье центрӗсем" уҫӑлчӗҫ. Вӗсенче 10 пин ытла ҫемьен тӗрлӗ ыйтӑвне татса пама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Кӑҫал кун пек центрсем Шупашкарта тата Вӑрмарта хута каймалла. Ҫав вӑхӑтрах ҫемьесем мӗнле йӑла-йӗркене тытса пыраҫҫӗ? Вӗсемшӗн телей мӗнре? Ҫак ыйтусемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкар урамӗсене тухрӗ.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров