Палӑртмалла, Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ӳссех пырать. Паян республикӑра вӗсем 18 пин ытла. Йышлӑ ҫемьесене патшалӑх енчен пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫак тӗллевпех пӗлтӗр Шупашкарта тата Канашра нумай ӗҫ тумалли "Манӑн ҫемье центрӗсем" уҫӑлчӗҫ. Вӗсенче 10 пин ытла ҫемьен тӗрлӗ ыйтӑвне татса пама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Кӑҫал кун пек центрсем Шупашкарта тата Вӑрмарта хута каймалла. Ҫав вӑхӑтрах ҫемьесем мӗнле йӑла-йӗркене тытса пыраҫҫӗ? Вӗсемшӗн телей мӗнре? Ҫак ыйтусемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкар урамӗсене тухрӗ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров