Паян республикӑра чӑваш ятне космоса ҫити ҫӗкленӗ мухтавлӑ ентешӗмӗре аса илеҫҫӗ

Совет Союзӗн 2 хут Геройӗ, авиаци генерал-майорӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе чӑваш кӑйкӑрӗ кун ҫути курнӑ Шуршӑлта та, Шупашкарта та ҫак куна анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӳнер музейӗнче, сӑмахран, пӗлтерӗшлӗ пулӑма "Вдох космоса" ятлӑ курав уҫса кӗтсе илчӗҫ. 

Музей арчинче чи паха тупра пек упранакан экспонатсем чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ пирки ӳнер, графика, скульптура, сӑнӳкерчӗксем урлӑ каласа кӑтартаҫҫӗ. Николай Овчинников Андриян Николаева сӑнланӑ "Здравствуй, Земля!" паллӑ картина умӗнчех темӗнччен чарӑнса тӑма пулать. Космос карапӗ Казахстана анса ларнӑ пулин те, пир ҫинче Андрияншӑн тӑван Ҫавал, инҫетре курӑнакан юратнӑ ялӗ, Чӑваш Енре ӳсекен чечек-курӑк вырӑн тупнӑ. Кураврах ентешӗмӗр пирки ӳкернӗ документлӑ фильмсене курма пулать. Ҫав хушӑрах тӗнче уҫлӑхӗн чаршавне те сирсе пӑхма сӗнеҫҫӗ. Кураври кашни ӗҫе тимлӗн сӑнанисӗр пуҫне ятарлӑ куар-кодсем пулӑшнипе космоспа ҫывӑхланма пулать. Ирӗклӗ уҫлӑх сасси, космос карапӗн вӗҫеври шавӗ, космонавт инҫе ҫула тухиччен халӑха каланӑ сӑмахсем - пӗтӗмпех хальхи технологисене пула кӑсӑклӑ та ҫӗнӗлле, тӗлӗнмелле. Хушӑран ҫӳҫентерекен, чуна хумхантаракан, сасӑ урлӑ мӗн пулса иртнине ӑнланса илме хистекен самантсем. 

Вӑхӑтлӑха тӗнче уҫлӑхӗн шавӗпе пӗччене юлас текенсене хӑлхалӑх сӗнеҫҫӗ. Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ курав юпа уйӑхӗн 27-мӗшчен ӗҫлет.

Алиса Александрова, Андрей Шоклев