Надежда Облинова мӗн ачаран ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. Паян та мӑшӑрӗпе картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ, пахча-ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗннӗскер Надежда Викторовна кӗҫӗннисене самай пӑхнӑ. Тен, ҫавӑнпа та вӑл воспитатель пулма ӗмӗтленнӗ. Ача сатӗнче ӗҫлеме тӳр килмен, ҫав-ҫавах вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ҫынсене пӑхассипе ҫыхӑнтарнӑ. Надежда Облинова кашни кунах ватӑсене пулӑшма васкать. Надежда Викторовна виҫӗ ялти аслӑ ӑрури 12 ҫынна пӑхать. Вӗсем пурте тӗрлӗ сӑлтава пула ватлӑхра пӗччен юлнӑ. Хӑшӗ-пӗрин ачисем инҫетре пурӑннӑ май час-часах килсе ҫуреймеҫҫӗ. Надежда Викторовна ватӑсене апат-ҫимӗҫ, эмел илсе килсе парать, кил-ҫуртра та пулӑшать.
Елена Дмитриева, Вадим Владимиров