Паян Раҫҫейре социаллӑ пулӑшу кӳрекенсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Ӗҫӗ яваплӑ та кӑткӑс вӗсен. Куллен пурнӑҫри тӗрлӗ лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсемпе курнӑҫмалла. Ҫак профессире ырӑ чунлӑ та ҫемҫе чӗреллӗ, тепӗр ҫынна пулӑшу алли тӑсма пултаракан ҫынсем кӑна тӑрӑшма пултараҫҫӗ. Татьяна Замкова та ҫав шутра. Вӑл Шупашкарти социаллӑ центрта ӗҫлет. 

Татьяна Замкован ӗҫ кунӗ Валентина Ивановна хваттерӗнче пуҫланать. Кинеми 83 ҫулта. Килти ӗҫсене тума йывӑртарах ӑна. Социаллӑ центр специалисчӗ вара апат та пӗҫерет, пӳлӗмсене те тирпейлет. Кун йӗркинче шӑм-шака ҫемҫетмелли хусканусем те пур. Ытти ӗҫӗ те сахал мар. Ватӑ ҫыншӑн чи кирли вара - калаҫса чуна уҫни. Татьяна Владимировнан хӳтте илнӗ кашни ҫынпа - уйрӑм хутшӑну. Валентина Ивановнапа, сӑмахран, кулленех куҫкӗскирен йӑл кулӑпа пӑхса: Кам чи хитри? Эпӗ чи хитри, тесе ирсерен кӑмӑла ҫӗклессине йӑлана кӗртнӗ. Пӗрле юрлаҫҫӗ, ытти ӗҫре чун киленӗҫӗ тупаҫҫӗ. "Килӗшӳпе ҫирӗплетнӗ тивӗҫсене пурнӑҫланипе кӑна май килмест, ҫынна хӑнӑхса ҫитсен тӑван пекех ҫывӑхланса ҫитетпӗр", - тет Татьяна Замкова. Ача сатӗнче 15 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн профессие улӑштарас шухӑш ҫуралнӑ унӑн. Пурнӑҫӗнче асламӑш-кукамӑшӗ ҫитменнине туйса ваттисемпе ӗҫлесе курас тенӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрте 2 ҫул сисӗнмесӗр иртнӗ. 

Кун каҫипе 6-7 адреспа ҫитмелле. Хӑш-пӗр ватӑ патне кунне темиҫе хут та. Пӗрне апат-ҫимӗҫ, эмелсем туянса памалла пулсан, теприн патӗнче чылай вӑхӑт ирттерме тивет. Валентина Ивановнапа кӑнтӑрлаччен сывпуллашать те малалла васкать. Кашни куҫ пек кӗтет ӑна. Миҫере килессине пӗлсе каярах юлсан пӑшӑрханма пуҫлать. 95-ри Антонина Васильевна та тепӗр ҫын пулӑшӑвӗсӗр пурӑнаймасть. Ҫулӗсене кура мар кинеми асӗнче нумай юрӑ ҫырӑнса юлнӑ, кашни уявра тӗрлине шӑрантарать. Ачисем, мӑнукӗсем мӗнле пурӑннине, ӑҫта вӗреннине пӗтӗмпех пӗлсе тӑрать. Татьяна Владимировна апатне те кил хуҫипе канашласа пӗҫерет. 

Ватӑ ҫынсен кӑмӑлӗ те часах улшӑнма пултарать. Ӑнланма, пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле. Чунӗсене тунсӑх пусса килсен Татьяна ӑшӑ сӑмахпа йӑпатма, калаҫӑва урӑх енне куҫарма пӗлет. 

Вӑхӑтӑн ытларах пайне пӗчченлӗхре ирттерекенсене хавхалантарас килет. Антонина Васильевнапа, сӑмахран, хушӑран шкапри наградӑсене кӑлараҫҫӗ те хӑшне мӗншӗн тивӗҫни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Татьяна Замкова пек специалистсене ӗҫре пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Шупашкарта халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр йышӗнче сусӑрсемпе ватӑ ҫынсене пӑхакан 5 уйрӑм. Вӗсенче 100 ытла специалист ӗҫлет. 1100-е яхӑн ҫынна хӑйсен хӳттине илнӗ. 

Хӑшӗн ачисем аякра пурӑнаҫҫӗ, теприсен тӑванӗсем те ҫук. Социаллӑ пулӑшӳ кӳрекенсем вара чи ҫывӑх ҫын вырӑннех пулса тӑраҫҫӗ ватӑсемпе сусӑрсемшӗн. 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Денис Афанасьев