Паян Православинчи чи пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри — Кӑшарни

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ӑна чылайӑшӗ вакра шыва кӗрсе паллӑ тӑвать. Ҫакӑн валли Чӑваш Енре икҫӗре яхӑн вырӑн хатӗрленӗ. Кӑҫал пандемине пула хушма хӑрушсӑрлӑх йӗркисем йышӑннӑ.

Ҫынсем чире те, сивве те пӑхмасӑр пӑрлӑ шыва чӳхенме килнӗ. Шупашкарта арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗнчи лаптӑка халӑх ытларах туртӑнчӗ. Хӑюллисен йышӗнче сакӑр вунӑ ҫулти кинеми те. Кӑшарни каҫӗнче кӗлӗ туса тасатнӑ вакра кӗрсе тухасси - ун валли ырӑ йӑла. Ҫамрӑксем те аслисенчен юлмаҫҫӗ: пӑрлӑ шыва ӗненӳпе кӗреҫҫӗ, асӑнмаллӑх фото тума та манмаҫҫӗ. Кӑҫал вирус ан сарӑлтӑр тесе хушма йӗркесем йышӑннӑ. Ӑшӑнмалли пунктсенче ҫынсене маска тӑхӑнма ыйтнӑ. 

 

Вероника Павлова, Вадим Владимиров