Паян Наци библиотекинче ҫулҫӳревҫӗсем черетлӗ тӗл пулӑва пухӑнаҫҫӗ

Тӗл пулусене вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла та ирттереҫҫӗ. Ҫакна пуҫараканӗсенчен пӗри - манӑн ӗҫтеш Алексей Енейкин. Вӑл иртнинче пухӑннисене аякри Чукотка пирки каласа панӑ. 

Ку таранччен ҫулҫӳревҫӗсен йӑлана кӗнӗ калаҫӑвӗсене чӑвашла йӗркелеменччӗ-ха. Ҫавӑнпа та пухӑннисемшӗн ку хӑйнеевӗрлӗ эксперимент. Тӗл пулӑва килнисенчен чылайӑшӗ хулара ҫитӗннӗ, тӑван чӗлхепе калаҫма йывӑртарах вӗсене. Ҫавах та ӑнланни те паха. 

Пӗрлешӗве пуҫарса яракан Виктор Чугаров - вырӑсла калаҫса ҫитӗннӗ чӑваш. Темиҫе ҫул каялла тӑван чӗлхене тӗпчес кӑмӑл ҫуралнӑ унӑн. Халӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне итлекен патне ҫӑмӑллӑнах ҫитерме пултарать.

Усӑллӑ ӗҫе пуҫарма Алексей Енейкина шанса панӑ. Вӑл кӑҫал аякри ҫурҫӗр регионӗсенче - Чукоткӑпа Якутире пулса курнӑ. Унта вӑл Вырӑс географи пӗрлешӗвӗпе Раҫҫей хӳтӗлев министерствин экспедицине хутшӑннӑ. Икӗ уйӑха яхӑн тӑсӑлнӑ ҫулҫӳрев пирки чылай кӑсӑкли каласа пама пултарать. Туллӑ-сӑртлӑ тундрӑран ытларах ӑна унти халӑхсем тӗлӗнтернӗ - чукчӑсем, эскимоссем, эвенсем, юкагирсем. Шел пулин те, ҫитес вӑхӑтра хӑшӗ-пӗри тӗппипех пӗтме пултарать. 

Чӑвашлӑхшӑн чунпа ҫунакансене те ҫак кӑткӑс ыйту шухӑшлаттарать. Темшӗн чылай ашшӑ-амӑшӗ ачисене тӑван чӑлхерен ютшӑнтарать, теҫҫӗ вӗсем. Ҫакӑн евӗр тӗл пулусем тӑван чӗлхе ыйтӑвӗсене ҫӗнӗлле пӑхма, унӑн илемлӗхне, пуянлӑхне туйса илме пулӑшаҫҫӗ. 

Вероника Павлова, Михаил Солин