Донбасс тата Новоросси ҫӗрӗсем яланах Раҫҫейӗн историллӗ вырӑнӗсем шутланнӑ. Кунта вырӑс культури чылай ӑру йӑли-йӗркинче пысӑк вырӑн йышӑннӑ, халӗ те тӗп вырӑнта. Телекӗпер вӑхӑтӗнче енсем пӗр-пӗрне уявпа саламларӗҫ, унӑн пӗлтерӗшне сӳтсе яврӗҫ.
"Донбасс халӑхӗ ҫакна тахҫанах кӗтнӗ. Аслӑ ҫӗршыв йышӗнче пысӑк улшӑну тапхӑрӗ пуҫланчӗ,"- терӗ "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн Донецк Халӑх Республикинчи филиалӗн ертӳҫи Марина Соловарова.
Телекӗпере хутшӑнакансене "Шик арӑмсем" пултарулӑх ушкӑнӗ саламларӗ. Ку ушкӑна ахальтен мар йыхравланӑ. Ун йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫывӑх ҫыннисем. Шел пулин те, хӑшӗ-пӗри ҫухату та тӳсме ӗлкӗрнӗ. Тӑванӗсене асра тытнипе пӗрлех, вӗсем ҫапла майпа йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ хӗрарӑмсене хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Хӑнасем хушшинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисем те пулчӗҫ. Вӑсене валли кунта мастер-класс ирттерчӗҫ. Амӑшӗсемпе пӗрле пӗчӗк ӑстасем салтаксем валли парнесем хатӗрлерӗҫ.
Ҫакӑн пек тӗлпулусем нумай нациллӗ Раҫҫей халӑхӗн пӗрлӗхне ҫирӗплетеҫҫӗ, хамӑр историне лайӑхрах пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Паянхи историллӗ пулӑма халалласа вара вӗренӳ учрежденийӗсенче паттӑрлӑх урокӗсем, калаҫусем иртеҫҫӗ.
Ксения Потапова, Святослав Петров








