Паян "Чувашия" телерадиокомпани çуралнă кунне уявлать

59 ҫул каялла республикӑра телекурав никӗсленнӗ. Чӑваш радио сасси вара 94 ҫул ӗнтӗ янӑрать. Чӑваш Енре вӗсем чи аслӑ та сумлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсем.

Республика мӗнле пурӑннине журналистсем хӑйсен кӑларӑмӗсенче ҫутатсах тӑраҫҫӗ. Вӗсене "Россия 1", "Россия 24" телеканалсемпе курма, "Радио России" "Маяк" тата "Вести FM" радиостанци хумӗсем ҫинче итлеме пулать. Интернет уҫлӑхӗнче те паллашма май пур. Кӑҫал телекомпани сайчӗ ҫӗнелчӗ. Ҫавӑн пекех куракан-итлекенсемпе эпир социаллӑ сетьри хамӑрӑн ушкӑнсенче те тачӑ ҫыхӑну тытатпӑр. 

Екатерина Фомина