Кӑнна Кушки ялне чӑвашсен хӑйне евӗрлӗ Мекки тесен те юрать. 19 тата 20-мӗш ӗмӗрсенче кунта тӗлӗнмелле пултаруллӑ та мӑнаҫлӑ, халӑхӑн пуласлӑхне палӑртакан улӑп евӗр паттӑр ентешсем ҫуралса ӳснӗ. Вӑл йышра: аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев, Алексей Рекеев педагог, куҫаруҫӑ, Александр Алкапа Александр Тимбай поэтсем, Тихон Петӗркки прозаик тата драматург, Анна Казакова юрӑҫ тата паллах, Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер. Ялта ӑна Макҫӑм Йӗккимӗ тенӗ. Мӗнле ҫак ҫынсен умӗнче пуҫ таймӑн. Аякран килнӗ хӑнасем малтанах Максимов-Кошкинский ҫурчӗ умне пухӑнчӗҫ.
Иоаким Степановича ас тӑвакансем кунта хальлӗхе пур-ха. Анчах та сумлӑ ентешӗн кил-ҫурчӗ юхӑннӑ ҫемӗн юхӑнсах пырать. Ӑна упраса хӑварас тӗлӗшпе патшалӑх шайӗнче халех кирлӗ йышӑну тумасан кайран вӑхӑта тавӑраймӑн. Йывӑҫ ҫурт тайӑлсах кайӗ. Пӳрт ҫумӗнчи палӑк умне чечексем хурса халӑх культура ҫуртне куҫрӗ.
Чӑвашсен театрпа кино искусствине пуҫарса яраканӗн 130 ҫулне халалласа вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗ хӑнасене юрӑ-ташӑпа, кӑмӑла ҫӗклекен мыскарасем кӑтартса савӑнтарчӗ. Ҫапла, тарават ял-йыш Кӑнна Кушки сумне ҫӳллӗ шайра тытма тӑрӑшать. Кунтан тухнӑ ҫынсем яланах пуҫарулӑхпа палӑрнӑ. Революци хыҫҫӑнах пурнӑҫ йывӑррине пӑхмасӑр Иоаким Максимов-Кошкинский чӑваш театрӗ, унтан кинотрест йӗркелесе яма пултарнӑ. Мӑшӑрӗпе - чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисси пулса тӑнӑ Тани Юнпа пӗрле тӗнче шайне тухма тивӗҫлӗ фильмсем ӳкернӗ.
Ун чухне Кошкинский ӳкернӗ фильмсене Европӑпа Ази ҫӗршывӗсенче тата Америкӑра кӑтартнӑ. Чӑвашсем пирки пӗтӗм тӗнче калаҫма пуҫланӑ. Анчах та, пуҫаруллӑ чӑваш хастарӗсен ячӗпе суя ҫӑхав ҫыракансем тупӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа Кошкинскийпа Тани Юн халӑх тӑшманӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Ҫӗпӗре ӑсатаҫҫӗ. "Чӑвашкино" фильмӗсене вара ҫунтарса янӑ. Паянхи ӑру валли Максимов-Кошкинский ӳкернӗ икӗ кинокартина ҫеҫ упранса юлнӑ. "Чӑвашкино" студи шӑпи, шел пулин те, халӗ те пысӑк иккӗленӳллӗ.
Ҫавах та, чӑваш халӑхӗ нихӑҫан та алӑ усман.
Мухтавлӑ кинорежиссерӑн ҫавра ҫулне паллӑ тунӑ май Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен "Хастар" пӗрлешӗвӗ кӑҫал "Кино ӳкеретӗп" ятпа регионсем хушшинче конкурс ирттернӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан пултаруллӑ шкул ачисем тӗрлӗрен чӑвашла роликсем, кӗске фильмсем ӳкернӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене ҫак уяв каҫӗнче дипломсемпе чысларӗҫ. Тӗп парнене - Гран-прие Канаш тӑрӑхӗн ҫамрӑкӗсем, Ҫӗнӗ Шелттемри культура ҫуртӗнче йӗркеленнӗ фотопа фидео ӳкерме вӗренекенсен "Шелкурав" ушкӑнне ҫӳрекенсем тивӗҫрӗҫ. Ҫак конкурс ҫитӗнекен ӑрӑва кино ӑсталӑхӗпе кӑсӑклантарса пысӑк хавхалану панине каларӗҫ пухӑннисем.
Культура ҫуртӗнчи савӑнӑҫлӑ тӗлпулу хыҫҫӑн Чӑваш Енрен пынӑ пултаруллӑ ҫамрӑксене Иван Яковлев музейӗпе паллаштарчӗҫ. Ҫут ӗҫ аталанӑвӗн историне уҫӑмлатакан экскурси пуриншӗн те кӑсӑклӑ иртрӗ. Тӗлӗнмелли кунта, чӑнах та, сахал мар. Сӑмах май, паянхи шкул пурнӑҫӗ те ку ялшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пӗлӳ ҫуртне кӑҫал 9 ача кӑна ҫӳрет пулин те, Тутарстан правительстви шкула хупасси пирки ыйту тӑратмасть-ха.
Алексей Енейкин, Олег Цыпленков, Артур Галкин